Веста хĕрĕсем
Веста хĕрĕсем (лат. virgo vestalis) — Авалхи Римра Веста арăм-турă хесметĕнче тĕракан хĕрсем, вĕсем пысăк хисепре пулнă. Вĕсене тĕкĕнме юраман (çавăнпа та нумайăшĕ вĕсене хăйсен вилнĕ хыççăн ирĕкĕ çинчен çырнине е ытти хучĕсене сыхласа упрама панă). Веста хĕрĕсене ашшĕсен пăхăнăвĕнчен хăтарнă, вĕсен хăйсен пурлăхăпе хăйсене пĕлнĕ пек усă курма ирĕк пулнă. Енчен те кам та пулсан Веста хĕрне кÿрентерсен, тĕслĕхрен, унăн наçилкки айĕнчен пĕшкĕнсе иртсе кайма тăрсан, вăл çына вилĕмпе айăпланă. Веста хĕрĕ умĕнче ликтор утнă, хăш чухне Веста хĕрĕсен урапапа пыма ирĕк пулнă. Енчен те Веста хĕрне хирĕç вĕлерме илсе каякан айăплă çын тĕл пулсан, вĕсен унăн айăпне каçарма та ирĕк пулнă.
Веста хĕрĕсен ĕçĕсен шутне Веста чиркĕвĕнче сăваплă вут-çулăма, палладиума тата ытти сăвап япаласене сыхламалли, чиркÿри тасалăха тытса пымалли, Вестана тата пенатсене — килти турăсене чÿк тумалли кĕнĕ. Плутарх шутланă тăрăх, вăл çырса хăварнисем чи тĕпли пулать, вĕсен хăйсемсĕр пуçне никам та пĕлмен вăрттăнлăхĕсем те пулнă.
Веста хĕрĕсем хăйсем айăпа кĕрсен вара, питĕ йывăр явап тыттарнă, кăштах çимелли хăварса, чĕрĕллех çĕр айне хупнă.
Паллă Веста хĕрĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Рея Сильвия
- Тарпея
- Эмилия
- Цецилия Метелла
- Лициния
- Аквила Севера
- Коэлия Конкордия
- Туккия
- Квинта Клавдия
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Весталки — легенды и мифы Древней Греции и Рима.
- Описание Храма Весты и Дома весталок в Риме.
- The Code of Patria Potestas 2005 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ. (акăлч.)
- House of the Vestal Virgins (акăлч.)
- Список известных великих весталок 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ. (акăлч.)